Хабардың мазмұны
Хисеплĕ ентешсем! 2023 çул вӗҫленсе пырать. Тĕрлĕ кăмăл-туйăмпа, тӗрлӗ пулăмпа пуян пулчĕ вăл. Чи пахи - эпир тăванла Украина ҫӗрӗ ҫинче неонацизма тӗп тӑвас тĕлĕшпе пĕр шухăшлă пултăмӑр. Пирĕн пин-пин ентеш алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленчĕ. Кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче кулленхи тĕллевсене пурнăçласа сăваплă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тӑрӑшать. Республика Правительстви çар çыннисене, вĕсен çемйисене пулăшма тăрăшать, Раççей Президенчĕн йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. Çĕршывшăн ансат мар тапхăрта пĕрлӗхе тытса пынӑшӑн чунтан тав тăватăп. Çирĕп санкцисене, вӗсене пула экономикăри чӑрмавсене пăхмасăр Чăваш Ен кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртет. Ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм ҫул юсанӑ, вун-вун шкул, культура тата спорт объекчĕсем хута янӑ е ҫӗнетнӗ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йӗркеленӗ. Малашлăхри тĕллевсене тухăçлă пурнăçа кĕртессишĕн тата витĕмлĕрех вăй хурăпăр. Хаклă туссем! Пĕрлехи ĕç пире республикăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма май парать. Промышленноç кăтартăвĕсем 26 процент пысăкланнă, ĕç укçи 20 процент ытла хăпарнă. Бюджет тупăшĕ те ÿсет. Апла пулсан ҫынсене пулăшма майсем ытларах пулаҫҫӗ. Пирĕн тĕллев — Чăваш Ене аталантарасси тата çитĕнекен ăрăвăн çутă пуласлăхĕ валли çĕнĕ майсем уçасси. Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх тата Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕнче эпир ку енĕпе нумай ĕç пурнăçларăмăр. Ҫак ĕçе килес çул — Раççей Президенчĕ палӑртнӑ Çемье çулталăкĕнче тата Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче — малалла тăсăпăр. Эпир пуласлăха çирĕп шанни, пысăк тĕллевсем лартни, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулăшса пыни тӗллевсем пурнӑҫланассине, Çĕнтерÿ пирĕн енче пулассине ĕненме хавхалантарать. Хаклă ентешсем! Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп! 2024 çул сирĕншĕн юратупа шанăç тата ĕненÿ, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çутă та кăсăклă пулăмсен çулталăкĕ пултăр. Çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп! Çĕнĕ çул ячĕпе!